Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх поэчӗн ытамӗнче

Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсенче тата ҫӗнӗ пин ҫуллӑхӑн малтанхи тапхӑрӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерекен экспедицисене хутшӑнса ӗҫлерӗм. Юлашки тӑваттӑшне (2003, 2005, 2006, 2007 ҫҫ.) ӳнер ӑсчахӗ А.А.Трофимов ертсе ҫӳрерӗ. Чӑваш Енрен аякра пурӑнакан йӑхташсен кун-ҫулӗ, йӑла-йӗрки, юррисемпе такмакӗсем тата ытти те кӑсӑклантарчӗҫ. Ку статьяра ҫул ҫӳревре мӗн-мӗн шырани ҫинчен пӗлтересшӗн мар-ха. Пире Чӗмпӗрпе Самар облаҫӗсенчи, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Пушкӑртстанри ялсенче шӑрантаракан юрӑ тӗлӗнтерчӗ:

Эй, тӑвансем, тӑвансем,
Мӗн каласа юрлам-ши?
Тытса тӑтӑр ӗмӗрех
Тӑванлӑх пире...

— Халӑх юрри, сӑмахӗсем те халӑхӑн, — ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ Самар облаҫӗнчи Похвиҫнӗ районне кӗрекен Ҫтухаль ялӗнче.
Ҫак сӑмахсене илтсен савӑнтӑм та, кӑмӑлсӑрлантӑм та. Савӑнни паллӑ-ха: Чӑваш халӑх поэчӗн В.И. Давыдов-Анатрин сӑввипе Анатолий Никитин композитор кӗвӗленӗ "Тӑванлӑх юрри" Раҫҫейри чӑвашсен хушшинче анлӑ сарӑлни кӑмӑла ҫӗклет. Юрӑҫ та, кӗрекери ӗҫ ҫынни те "Тӑванлӑх юррине" чун-чӗререн шӑрантарни кама хавхалантармӗ? Чӑнах та, юрӑ сӑмахӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пӗрле пурӑнма чӗнеҫҫӗ тата сунаҫҫӗ. Мӗншӗн кӑмӑлсӑрланни те паллӑ: "Тӑванлӑх юррин" авторӗсене палӑртманни е шута илменни шухӑшлаттарать.
"Сапать паян та сан чӗлхӳ хӗм ҫулсен йывӑрӑшне манса" (Николай Теветкел). Ҫапла калама пулать Чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Иванович Давыдов-Анатри ҫинчен. Хисеплӗ сӑвӑҫӑмӑр тӑван культурӑпа литература аталанӑвӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнче хӑйӗн сассине панӑ. Вӑл литература лаҫҫинче хӑйӗн сунталне халӗ те шаккать.
Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ К.В. Иванов ҫырнӑ "Нарспи" поэма кун ҫути курнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ конференцие хутшӑнма тӳр килчӗ. Унта Мускав, Сыктывкар, Хусан, Саранск хулисенчен килнӗ хӑнасем те тухса калаҫрӗҫ.
— Валерий Александрович, конференци хыҫҫӑн пирӗн пата килме ыйтатӑп, — йыхравлать нумайранпа туслӑ ҫыхӑну тытсӑ пурӑнакан Г.А.Уткин. — Эпӗ сана кӗтсе ҫатма хӗртме лартатӑп, В.И. Давыдов-Анатри те тӗл пулса калаҫасшӑн-ха.
Палӑртнӑ тӗле вӑхӑтра ҫитес тӗллевпе хыпаланса утатӑп. Чӑваш халӑх художникӗн Н.Сверчковӑн урамӗнчи аслӑ тротуарпа мана хирӗҫ пӗр-пӗринпе туслӑ тата кӳршӗллӗ пурӑнакан поэтпа писатель утса килеҫҫӗ. Самаях курса калаҫманнипе вӗсене ыталасах сывлӑх сунтӑм. Ҫур сехете яхӑн калаҫса-уҫӑлса ҫуренӗ хыҫҫӑн ирӗклӗ калаҫу хваттерти сӗтел хушшинче малалла тӑсӑлчӗ...
Паян, тӑван литература малашлӑхӗ ҫинчен урӗккӗн-сӳрӗккӗн калаҫнисемпе ҫырлахса пурӑннӑ самантра, куллен тем тӗрлӗ шухӑш аптратать. Апла пулсан та алӑ усса ӗҫлемесӗр ларас килмест. Хамӑр йышӑннӑ тивӗҫе, мӗнле йывӑр пулсан та, ҫӳлеллех ҫӗклесчӗ. Ҫак туйӑма Ваҫлей Иванович ӗҫлесе ларакан пӳлӗмре ҫӗнӗрен туйса илтӗм. Вӑл пирӗншӗн — утса ҫӳрекен энциклопеди. Ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисемпе тӗл пулса калаҫнӑ самантсем сӑвӑҫ асӗнче халӗ те чӗрӗ ӳкерчӗксемпе, сӑнсемпе ытарлӑн пурӑнаҫҫӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт шӳтлесе илет, ӑшшӑн кулать.
Эпӗ Н.И. Полоруссов-Шелепи ентешӗ пулнине шута илсе сӑвӑҫ малалла тутар ҫыравҫисемпе культура ӗҫченӗсем пирки аса илсе калаҫрӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗпе тутар литературин Чӑваш Республикинче иртнӗ эрнисенче паллашнӑ. Вӗсен шутӗнче — Абдурахман Абсалямов, Ахмет Исхак, Заки Нури, Кави Латыпов, Махмуд Хусаин, Анид Ерикеев, Тутар халӑх артисчӗ Рашид Вагапов тата ытти те. К.В. Ивановӑн "Нарспи" поэмине тата ытти поэтӑн сӑвви-юррине тутарла куҫаракан Жараф Мударис поэтпа, "Пушмаксем" /"Башмачки"/ музыка камичӗн авторӗпе Джаудат Файзи композиторпа пурнӑҫ тӑршшӗпех туслӑ пурӑнни ҫин-чен каласа парса тӗлӗнтерчӗ.
"Чеменпе Мерчен" поэма авторӗ ӑста куҫаруҫӑ пулнине те палӑртса хӑварасшӑн. Вӑл тутар поэчӗсен хайлавӗсӗне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмахран, Муса Джалиль, Шаукат Галиев, Махмуд Хусаин сӑввисем чӑвашла та уҫӑмлӑн тата ҫепӗҫҫӗн янӑраҫҫӗ. Сӑмахран, "Моабит тетрачӗ" авторӗн Муса Джалилӗн "Юлашки юррӑм" сӑвви:

Илемлӗ эс, тӗнчемӗр!
Хӗвел — ҫӳл тӳпере.
Эп ҫеҫ хӗн-хур тӳсетӗп
Сӗм тӗксӗм тӗрмере.
Вӗҫсе ҫурет чӗкеҫӗм
Шур пӗлӗт хушшинче.
Эп пур — ҫунать чӗреҫӗм
Чӗр вилӗм аллинче.
Хитре ӳсет чечекӗм, —
Ҫут сывлӑм ун ҫинче.
Эп пур — ҫаплах типетӗп
Фашизм тӗрминче.
Эх, пурӑнӑҫ! Пӗлетӗп:
Эс маншӑн — чи хакли.
Сыв пул, Ҫӗршывӑм, вилетӗп, —
Ҫак юррӑм юлашки.

Пит хурлӑхлӑ кӗвӗ, чӗрене ҫӗҫӗ пек касать. Анчах та сӑвӑра фашизм чуралӑхне парӑнманни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Пысӑк ӑсталӑхӗ юррисенче те палӑрнӑ. Ҫакна тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ "Инҫет кӑвайт ӑшши" юрӑсен пуххи те ҫирӗплетет. Анат Кама хулинче пурӑнакан Игорь Михеев композитор Чӑваш халӑх поэчӗн В.И. Давыдов-Анатрин "Тип мунча", "Упа", "Куян", Тилӗ" сӑввисене кӗвӗлесе юрра хывнӑ. Кусем — ача-пӑча валли ҫырнисем — ҫепӗҫ янӑраҫҫӗ.
Ман умра Хусанта пичетленекен "Сувар" чӑваш хаҫачӗ. Унӑн пӗр номерӗнче Давыдов-Анатрин "Тайма пуҫ сана, Тайбинский!" асаилӗвӗ пичетленнӗ. Ватлӑх алӑкран шакканине пӑхмасӑр чун-хавалӗпе ӗҫлет-ха Чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикипе Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ.
Валери Туктар, "Хавхалану ҫӑл куҫӗсем-2007" (Пушкӑртстан)
поэзи фестивалӗн лауреачӗ.
Тутарстан, Лениногорск хули


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-01-23 22:32:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5333 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем